Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр

 

13022Кӳршӗсӗр масар ҫинче те кичем.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13023Кӳршӳне пӗлмесӗр ҫурт ан ил теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13024Лайӑх кӳршӗ аякри тӑванран ҫывӑх.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13025Лайӑх ҫивитти пулсан начар ҫурт та тепӗр ӗмӗр ларать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13026Лӑпкӑ килте шуйттан ӳсет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13027Мунча хыҫҫӑн виҫ пуслӑх сӑн кӗрет теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13028Мунча хыҫҫӑн ҫын пилӗк пуслӑх илемленет теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13029Паллашсан ҫичӗ ют та тӑван пекех кӑмӑллӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13030Парне пани мар, юратни хаклӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13031Парне паракан каялла ыйтмасть.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13032Парне хаклӑ мар, ыр сунни хаклӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13033Парне ытлашши пулас ҫук.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13034Парне япалине хурламаҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13035Парнелемен лашана кӳлсе тухаймӑн.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13036Парнене каялла ыйтмаҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13037Пӗртӑван та пӗр пулмасть теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13038Пратшӑн прат кӗтӳ кӗтнине рат.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13039Пулассинчен чӗнни паха.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13040Пурӑнсан — тӑван ҫӗршывшӑн пурӑнас, усӑ тӑвас.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13041Пускил вилесси те кирлӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13042Пускил лайӑх пулсассӑн ҫерем ҫийӗн те ҫуна шӑвать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13043Пускил лайӑх пулсассӑн ҫук пурнӑҫ та палӑрмасть, пускил усал пулсассӑн пур пурнӑҫ та саланать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13044Пускил пырсан — пӳрт ӑшне, улпут килсен — ҫӳп ӑшне.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13045Пускил усал пулсассӑн пурлӑх саланасси те инҫе мар.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13046Пускил хурӑнташран хаклӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13047Пуҫа килсен пуҫана та ҫывӑх тӑван.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13048Пуш ҫурт та пушӑ лармасть: е тӑмана, е усал сывлӑш иленет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13049Пӳрт аслӑшӗ — йыша кура.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13050Пӳрт илемне кӗтес кӳмест, кукӑль кӳрет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13051Пӳрт лартасси шалча лартасси мар.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13056Пӳрт-ҫурт тытма тӑн-пуҫ кирлӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13052Пӳрте кӗнӗ чух ускӑнна ан илсе кӗр, ялхувӑна кӑтартан.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13053Пӳртен кучӗ йывӑр теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13054Пӳртрен тӗтӗм тухмасӑр пӳрт ӑшӑнмас теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13055Пӳртри ҫӳп-ҫапа тула ан илсе тух теҫҫӗ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13057Савман хӑнана саваламан сак.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13058Савнӑ хӑна килтен каять, савман хӑна кӳршӗрен каять.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13059Савнӑ хӑна сайра ҫӳрет.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13060Сайра хутра килекен хӑнана чыслӑ пӑхма хушнӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13061Ҫӗр кум пулсан ҫӗр тенкӗ те кирлӗ мар.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13062Ҫӗршыва тӑван аннене юратнӑ пек юрат.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13063Ҫичӗ те ютсем калаҫма, хамӑр тӑвансем ӗмӗр ӗмӗрлеме.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13064Ҫичӗ уйра ҫичӗ ана пултӑр, ҫичӗ ялта ҫичӗ хурӑнташ пултӑр.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13065Ҫичӗ ют авӑн ҫапнипе пирӗн кӗлет тулас ҫук.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13066Ҫичӗ ют апачӗ пӑрӑҫлӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13067Ҫичӗ ют килне кӗмесӗрех ҫичӗ ют ӑсне тытас мар.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13068Ҫичӗ ют лайӑхӗ виҫ кунлӑх.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13069Ҫичӗ ют ҫӑкӑрӗ пыра тӑрӑнать.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13070Ҫичӗ юта кайсассӑн ответ чӗлхе вӗҫӗнче, шухӑш чӗре тӗпӗнче.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр
13071Ҫичӗ юта шанакан утсӑр юлнӑ.Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр